Аслă Таяпа ялĕнче Крещенине анлăн уявланă

  Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине паллă тăваççĕ.

  Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Турра ĕненекенсемшĕн  чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри вăл. Çак вăхăталла пирĕн тăрăха кăшарни сиввисем килеççĕ. Кăшарнинче юр çусассăн тыр-пул лайăх пулать тесе хĕпĕртенĕ хресчен. Усалсенчен сыхланма, çылăхсенчен хăтăлма çирĕп яш-кĕрĕм вак касса шыва пуçĕпех кĕрсе тухнă. Хĕрсем мунча кĕрсе тасалнă, ирĕке тухса юрпа сапăннă. Çакă çынна илем, сывлăх кÿрессе шаннă.  «Кăшарни кунĕнчи шыв чир-чĕре сиплет, вăй-хăват хушать», – теççĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче кăçал та вакка чӑмас текенсем нумай  пулчӗҫ. Малтанах уяв çитиччен Аслă Таяпа территори  отделӗн начальникĕ Анатолий Скворцов тăрăшнипе шыва кĕрсе тасалмалли сăваплă вырăнсене тасатса хатĕрлерĕç.
Ҫавăн пекех йăлана кĕнĕ тăрăх, культура ĕçченĕсем чей ĕçсе ăшăнмалли вырăн йĕркелерĕç. Вакка чăмса тухнă хыççăн тухтăрсем те вĕри чейпе сăйланма сĕнеççĕ.



Последние новости

В Чебоксарах субботники прошли на 20-ти городских территориях

5 апреля во всех районах города Чебоксары состоялись массовые субботники.

В Чебоксарах заменено барьерное ограждение на пр. Тракторостроителей и пр.Мира

В Чебоксарах завершена замена ограждений на разделительной полосе на дорожных участках по проспектам Мира и Тракторостроителей.

В Чебоксарах обнаружили новую партию брошенных автомобилей

Обратить внимание на проблему заполонившего парковки бесхозного разукомплектованного транспорта призывал глава города Чебоксары  Владимир Доброхотов .

Стартовал республиканский конкурс лучшей практики наставничества

Администрация Главы Чувашской Республики сообщает о начале приема заявок на участие в республиканском конкурсе на определение лучшей практики наставничества.

На этом сайте представлены актуальные варианты, чтобы снять квартиру в Михайловке на выгодных условиях

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *