Эх, тăрă шывччĕ пĕр курка - е мĕн вăл ПШК
ЧĂНАХ ТА, мĕн-ши вăл ПШК тени? Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви ăнлантарнă тăрăх, «ПШК» термин Патăрьел,
ЧĂНАХ ТА, мĕн-ши вăл ПШК тени? Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви ăнлантарнă тăрăх, «ПШК» термин Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсене пĕлтерет иккен.
Çак виçĕ районăн та пĕр нуша - Шăмăршă водохранилищинчен ĕçмелли таса шыв ял çыннисем патне хăçан çитĕ-ши? Вăт çапла ПШК пулса та тăтăмăр.
Шăмăршă водохранилищинчен Сăкăт, Шăнкăртам тата Патăрьел ялĕсене çити 1-мĕш пусковой комплекс тумашкăн 2021 çулхи май уйăхĕнче пуçланăччĕ. Министерство паян çак объекта хута яни çинчен пĕлтерет. Çапла вара Патăрьел районĕнчи 8 пин çын часах паха шывпа усă курма пуçлĕ.
ПШК строительствине (Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенчи ушкăнлă (групповой) водовода тăвассине) федераци бюджет «Таса шыв» проектпа тата «Пурăнмалли çурт-йĕрпе хулари пек пурнăç» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн укçатенкĕпе тивĕçтерет. ПШК хута кайсан виçĕ районти 48 пин çын ĕçмелли паха шывпа усă курĕ. 300 километр ытла тăсăлакан магистраль сечĕ 74 яла çитмелле.
2022 çулта регионти «Таса шыв» проекта пурнăçлама - 663 миллион, çав шутра федераци бюджетĕнчен 617,6 миллион тенкĕ, уйăрнă. Çак укçапа кăçал водоводăн 1,3 тата 4 пусковой комплексĕсенче усă курнă, çавăн пекех 5 тата 6 комплексĕсенче те ĕç пынă. Кунти ĕçсене 2023 çулăн юлашки кварталĕнче вĕçлеме палăртнă. Çĕнĕ водовода туса пĕтерсен шыв пăрăхĕсене ял урамĕсенче вырнаçтарса тухĕç.
5-мĕш пусковой комплексри ĕçсене - 2023 çулхи ноябрь уйăхĕччен, 6-мĕш комплексри ĕçсене çитес çулхи июнь уйăхĕччен вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ. 3-мĕш пусковой комплекса маларах хута янă.
«ПМК-8» АО тĕп инженерĕ Павел Михайлов пирĕн корреспондента çапла пĕлтерчĕ: «ПМК-8» Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски районĕсене шывпа тивĕçтерекен 1-мĕш групповой водовода срокран маларах туса пĕтерчĕ. 5-мĕш тата 6-мĕш пускоdой комплекссенче те графикпа палăртнинчен маларах ĕçлесе пыратпăр. Çак комплекссем 90-80 процент чухлĕ хатĕр ĕнтĕ. Эпир виçĕ район халăхĕ тỹсеймесĕр кĕтекен шыва ялсене хăвăртрах илсе çитерессишĕн пĕтĕм вăя хуратпăр».
Патшалăх экспертизи 7,8,9,10 тата 11 пусковой комплекссем пирки - пурĕ 1,2 миллиард тенкĕлĕх тунă ĕçе - лайăх хак панă. Çак 5 комплексри 120 километр тăрăшшĕ сеть 14 пин çынна таса шывпа тивĕçтерĕ.
Эсир: «ПШК, ПШК», - тетĕр, питех те кирлĕ япала иккен министерство ĕçченĕсем шутласа кăларнă пуç ватмăш! Малашне Шăмăршă тинĕсĕ вырăнне «ПШК» тесен пĕрре те тĕлĕнме кирлĕ мар.
Хальлĕхе-и? Хальлĕхе эпир Сăкăтсем Шăмăршă шывне ĕçнишĕн савăнăпăр. Турă пулăшсан, ПМК-8 тăрăшсан ПШК шывне эпир те ĕçĕпĕр-ха.
Ив.САЛАНДАЕВ.
Первоисточник: РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
Последние новости
Профилактика безопасности: зимние занятия для дошкольников
Обеспечение безопасности жизни детей - одна из основных задач Администрации города Чебоксары.
Итоги конкурса «Лучший детский сад» в Чувашии
В Чувашском республиканском институте образования состоялся круглый стол с победителями и лауреатами республиканского конкурса «Лучший детский сад Чувашии – 2024», на котором победителям и лауреатам вручили дипломы.
Творческий день в детском саду Чебоксар
В преддверии Дня матери детско—родительский клуб детского сада № 130 «Семья в искусстве, искусство в семье» вновь распахнул двери.
МегаФон для бизнеса: как выбрать интернет-тариф для работы и путешествий
Решения для предпринимателей и компаний, которые ценят стабильность, скорость и удобство подключения