«Хăр-хам!» - турĕ те, туртса çурчĕ йĕм пĕççине...

ИРĔКРЕ çỹрекен йытăсем пирки çыра-çыра та йăлăхрăмăр ĕнтĕ. Паллах, хăйсене сура-сура вăрçнине йытăсем ăнланмаççĕ, вĕсем «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата та вулаймаççĕ.

ИРĔКРЕ çỹрекен йытăсем пирки çыра-çыра та йăлăхрăмăр ĕнтĕ. Паллах, хăйсене сура-сура вăрçнине йытăсем ăнланмаççĕ, вĕсем «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата та вулаймаççĕ. Анчах та вĕсен хуçисем пур вĕт! Мĕншĕн-ха йыттисене ирĕкре çỹретсе çынсене хăратаççĕ?

Акă иртнĕ кунсенче кăна-ха Кивĕ Чукалта пĕр хĕр ачана усал йытă питĕнчен çыртса илнĕ. Юн юхтаракан суранланнă ачана больницăна илсе кайма тивнĕ. Çак йыттăн хуçи хальхинче те çирĕп ответ тытмасăр юлĕ-ши?

Шăмăршăра та ирĕкре çỹрекен йытăсем нумай. Ачасене те, çитĕннисене те тапăнаççĕ, алла патак тытмасăр лавккана кайма та хăрушă пула пуçларĕ.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хуçасăр тата ирĕкре çỹрекен йытăсене пĕтерессишĕн мĕнле те пулин мера йышăнасшăн-ши? Е хăйсене çыртмасăр нимĕн те тăвасшăн мар?

Саккун йытăсене ирĕкре çỹретме чарать. Енчен те йытă çынна пысăк суран кỹмеллех çыртсан, РФ Уголовнăй кодексĕн 118 статйин I пайĕпе айăплаççĕ. Йытă хуçине 5 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ.

Йытă усран пулсан, сăнчăрта кăкарса тыт. Ирĕкре ашкăнса çỹрекен йытăсен проблемипе кĕрешес тĕлĕшпе пирĕн депутатсем мĕн тума шутлаççĕ-ши?

С.ИВАНОВ.



Первоисточник: РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ

Последние новости

В Чебоксарах субботники прошли на 20-ти городских территориях

5 апреля во всех районах города Чебоксары состоялись массовые субботники.

В Чебоксарах заменено барьерное ограждение на пр. Тракторостроителей и пр.Мира

В Чебоксарах завершена замена ограждений на разделительной полосе на дорожных участках по проспектам Мира и Тракторостроителей.

В Чебоксарах обнаружили новую партию брошенных автомобилей

Обратить внимание на проблему заполонившего парковки бесхозного разукомплектованного транспорта призывал глава города Чебоксары  Владимир Доброхотов .

Стартовал республиканский конкурс лучшей практики наставничества

Администрация Главы Чувашской Республики сообщает о начале приема заявок на участие в республиканском конкурсе на определение лучшей практики наставничества.

Здесь вы можете узнать о лучших предложениях и выгодных условиях, чтобы купить квартиру в Буйнакске

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *