13.03.2023

Олег Николаев поздравляет с Международным женским днем

Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе саламлатӑп!

Юратнӑ хӗрарӑмсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫурхи пӗрремӗш уяв кашни ҫын чуннех пӑлхантарать. Ҫак кун эпир юратупа тав сӑмахӗсене сире – этемлӗхӗн илемлӗ пайне – халаллатпӑр, сирӗнпе хавхаланнине палӑртатпӑр.

Ҫут ҫанталӑк сире ытарайми илем, ачашлӑхпа ҫепӗҫлӗх, пурнӑҫра тарӑн ӑс тата чун-чӗрен тӗлӗнмелле хӑватне парнеленӗ. Тӗнчене шӑпах эсир, хӗрарӑмсем, лайӑхрах та ырӑрах тӑватӑр, килӗшӳлӗх кӳретӗр. Сирӗн вӑй-халӑр – иксӗлми ҫӑл куҫ евӗр.

Хӗрарӑм асамлӑхӗ хуть хӑш саманара та пысӑк ӑстаҫӑсене унӑн тӗлӗнмелле илемӗпе ӑс-хакӑлне мухтакан паха та вилӗмсӗр искусство произведенийӗсем тума хавхалантарнӑ. Хӗрарӑм сӑнарне чӑваш поэчӗсемпе ҫыравҫисем те, художникӗсемпе скульптура ӑстисем те хӑйсен произведенийӗсенче ҫӳле ҫӗкленӗ. Йӑла-йӗркепе кӑмӑл-сипет пуянлӑхне ӑруран ӑрӑва куҫарма, этнокультура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан анне сӑнарӗ яланах чи таси те хисеплисенчен пӗри шутланнӑ.

Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Эсир пурнӑҫ парнелетӗр, ачасене пӑхса ӳстеретӗр, вӗсене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ӑша хывма вӗрентетӗр, хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсене юратупа ҫупӑрласа тимлӗн пулӑшса пыратӑр, кил вучахӗн ӑшшине шанчӑклӑн упратӑр, пире паттӑрла ӗҫсем тума хавхалантаратӑр.

Паян хӗрарӑмсем пурнӑҫӑн пӗтӗм  сферинчех ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

Эсир нумай ӗҫ-хӗлре ҫитӗнӳсем тӑватӑр, пӗлтерӗшлӗ пуҫарусемпе анлӑ проектсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе пысӑк социаллӑ яваплӑх кӑтарта­тӑр.

Хӑть ӑҫта вӑй хурсан та, хӑть мӗнле обществӑлла ӗҫе пурнӑҫлатӑр пулсан та, эсир унта хӑвӑр чунӑр ӑшшине хыватӑр, сирӗн пултаруллӑ вӑй-халӑра пула обществӑра килӗшӳлӗх йӗркеллӗн упранать.

Хӗрарӑмсем кирек мӗнле йывӑрлӑхпа пӑтӑрмаха та ҫӗнтерме майсем тупаҫҫӗ. Эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗтӗм йывӑрлӑхӗпе нушине тӳссе ирттернӗ хӗрарӑмсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр. Паян Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче службӑра тӑракан хӗрарӑмсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫынсен амӑшӗсене, арӑмӗсемпе аппӑшӗ-йӑмӑкӗсене, Ҫӗнтерӳ Кунне ҫывхартма тӑрӑшса пирӗн салтаксене май килнӗ таран пулӑшу кӳрекен пӗтӗм хӗрарӑма уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп. Сире ҫирӗплӗхӗрпе тӳрӗлӗхӗршӗн, шанчӑклӑхӑршӑн тата кирек мӗнле йывӑрлӑхра та пулӑшса пынӑшӑн пысӑк тав.

  Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Регион тата ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ырми-канми вӑй хурса ӗҫленӗшӗн, малашлӑхшӑн тӑрӑшнӑшӑн сире пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.

Пурсӑра та яланах хитре те илӗртӳллӗ, ачаш та ҫепӗҫ пулма сунатӑп! Ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата ҫурхи савӑк та ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм сире!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                    Олег Николаев

 

 

 

 

Милые женщины!

Поздравляю вас с Международным женским днем 8 Марта!

Первый праздник весны никого не оставляет равнодушным. В этот день особые слова любви, благодарности и восхищения мы посвящаем вам –   прекрасным представительницам человечества.

Природа наделила вас очарованием, нежностью и красотой, житейской мудростью и удивительной внутренней силой. Именно женщины делают мир лучше и добрее, создают гармонию. Именно в вас – неиссякаемый источник энергии.

Загадка женщины во все времена вдохновляла творцов на создание произведений искусства, воспевающих их красоту и мудрость. Превозносили женщину в своих произведениях и чувашские поэты, писатели, художники, мастера скульптуры. Всегда был свят образ женщины-матери, носительницы нравственного и духовного начала, проводника этнокультурных ценностей.

Дорогие женщины!

Вы дарите жизнь, растите детей, прививаете им высокие нравственные ценности, окружаете своих близких любовью и заботой, охраняете тепло домашнего очага, вдохновляете нас на самые мужественные поступки.

Сегодня нет такой сферы, в которой женщины не были бы успешны.

Вы добиваетесь успеха во многих профессиях, проявляете высокую социальную ответственность в реализации важнейших инициатив и масштабных проектов.

Где бы вы ни трудились, какую бы общественную работу ни выполняли, в любое дело вкладываете свою душу и тепло, благодаря вашей созидательной энергии сохраняется согласие в обществе.

Женщинам удается преодолевать любые трудности и невзгоды. Мы по праву гордимся женщинами, которые прошли все тяготы Великой Отечественной войны. Отдельно обращаюсь к женщинам, которые сегодня несут службу в рядах Вооружённых Сил России, матерям, женам и сестрам участников специальной военной операции, тем, кто оказывает нашим бойцам посильную помощь для приближения Дня Победы. Спасибо вам за вашу стойкость, верность, надёжность и поддержку в любых испытаниях.

Дорогие женщины!

Благодарю вас за трудолюбие и чуткость, самоотверженный труд на благо региона и страны, заботу о будущем.

Желаю вам всегда оставаться такими же красивыми, лучезарными и женственными! Здоровья, счастья, благополучия вам   и весеннего настроения!

 

Глава Чувашской Республики                                                                  Олег Николаев



Последние новости

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *