Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Леонарда Левого с 65-м праздником песни труда и спорта «Акатуй - 2023»

Хисеплĕ те хаклă ентешсем, ял ĕçченĕсем, Елчĕк муниципаллā округĕн мухтавлā çыннисем, аякран килнĕ хăнасем!

Хисеплĕ те хаклă ентешсем, ял ĕçченĕсем, Елчĕк муниципаллā округĕн мухтавлā çыннисем, аякран килнĕ хăнасем!

Сире пурне те чĕререн Акатуй уявĕпе саламлатāп! Кӑҫалхи 65-мӗш хут иртекен Актуй уявӗ – чӑваш халӑх йӑли-йӗркинчен мӗн авлатан упранса юлнӑ  ҫӗр ӗҫченӗн сумлӑ уявӗ Раҫҫей кунӗ умӗн, Раҫҫейри – педагогпа наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче иртни унӑн пӗлтерӗшне, ят-сумне тата ҫӳле ҫӗклет. Ҫавна май кашни ҫул пӳлме тулли тыр-пул пухса кӗртекен, выльӑх –чӗрлӗх продукцийӗсене туса илессине ӳстерсе пыракан, ҫӗнӗлӗхсене ӗҫе кӗртессине малти вырӑна хуракан ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче тата халӑх хуҫалӑхӗн ытти отраслӗсенче тӳрӗ кӑмӑлпа тарӑшакан ҫынсене чӗререн уяв ячӗпе саламлатӑп.
Акатуй округра пурăнакансемшĕн чи кĕтнĕ те юратнă уяв. Эпир хамāр округ историйĕпе йăли-йĕркине упрама, халăх хушшинче культура пуянлăхне аталантарма, çитĕнекен ăрăва тăван ене юратма хăнăхтарса пыма тăрăшатпăр.

Хаклă ентешсем, Елчĕк ен çитĕнĕвĕсем – пирĕн пурин те тивĕç. Паянхи çитĕнÿсене упраса малалла аталанма та эпир пурте пĕрле анчах пултаратпăр.
Тепĕр хут уяв ячĕпе саламласа сире пурне те çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, килĕшÿ, ăнăçу сунатāп.
Акатуй сирĕншĕн çутă та хаваслă уяв пултăр, малалла та ырă ĕçсем тума хавхалантартăр.



Последние новости

На этом сайте вы сможете узнать актуальные данные о погоде в Балакове, включая прогнозы на ближайшие дни и часы

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *