Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Леонарда Левого с Днём местного самоуправления

Хисеплӗ депутатсем, муниципалитет службин  ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! Сире чӗререн Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Хисеплӗ депутатсем, муниципалитет службин  ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире чӗререн Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Халӑх ыйтӑвӗсене  вăхăтлă та тĕрĕс татса парасси- сирӗн кулленхи тивӗҫ. Ял ҫыннине мӗн пӑшӑрхӑнтарнине, ялта пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсене мӗнле лайӑхлатса пымаллине эсир пуринчен те лайӑхрах пӗлетӗр, куратӑр. Округри пурнӑҫ шайӗ куллен улшӑнса пыни вырăнти власть тытăмěн яваплăхě çинчен калать, ҫак ӗҫре тимлекенсене хисеп кÿрет.

Ял аталанӑвӗ халӑхпа килĕштерсе ĕçленинчен нумай килет. Ҫавӑнпа та малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе ĕçлессе шанса тăратӑп.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Сире уяв ячӗпе саламласа ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, телей сунатӑп.

Ӗҫӗрсем малашне те сирӗн тухӑҫлӑ пулччӑр, ҫитӗнӳсем пулсах пыччӗр. Ҫемйӗрсенче килӗшӳ хуҫалантӑр, пурнӑҫра ӑнӑҫу пултӑр. Уяв ячĕпе!



Последние новости

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *