09.05.2024

Поздравление Леонида Черкесова с Днем Победы

Хисеплӗ ветерансем!  Хаклӑ ентешсем!   Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп!

Хисеплӗ ветерансем!  Хаклӑ ентешсем!

 

Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп!

Майӑн 9-мӗшӗ – Раҫҫей патшалӑх историне ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлнӑ сӑваплӑ кун, халӑхӑн нихӑҫан сӳнми мухтавӗпе, вышкайсӑр пат­тӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ, пирӗншӗн пуриншӗн те хаклӑ уяв. Эпир ҫак кун ҫирӗп чунлӑ та ҫӗнтерӳшӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене аса илетпӗр, ҫапӑҫу хирӗнче тата тылра ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ ҫынсене чыслатпӑр. Вӗсене нихӑҫан та, никам та манас ҫук. Ҫутӑ пуласлӑхшӑн ҫапӑҫнӑ ҫынсен пат­тӑрлӑхӗпе хӑюлӑхӗ чӑн-чӑн патриотизмӑн витӗмлӗ тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Паттӑрсене асра тытасси, вӗсен халалӗсене упрасси, кирек мӗнле хӑруш­лӑхпа йывӑрлӑха хирӗҫ тӑрасси, аслӑ Раҫҫейӗмӗре малалла аталантарасси, мирлӗ пуласлӑх тӑвасси – пирӗн сӑваплӑ тивӗҫ.

Тӑван ҫӗршыв хӑвачӗ куллен ҫӗклентӗр, ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ ӗмӗрлӗхех ҫирӗпленсе пытӑр.

Пурне те ырлӑх-сывлӑх, телей сунатӑп! Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе!

Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн  Председателӗ                              Л.И. Черкесов

 

Уважаемые ветераны!  Дорогие соотечественники!

 

Поздравляю вас с 79-й годовщиной Победы в Великой Отечественной войне! 

9 Мая — священная дата в истории российского государства, день славы, доблести и силы духа нашего народа. Этот праздник дорог каждому из нас, в нем – бессмертная летопись страны, мужество и героизм воинов-освободителей. Не будет забыт никогда стойкость и самоотверженность тех, кто отважно сражался с врагом на поле боя, ковал победу в тылу. Их подвиг, отвага и любовь к Родине служит ярчайшим примером истинного патриотизма.

Наш незыблемый долг – чтить память героев, хранить их заветы, решительно противостоять любым вызовам и угрозам, обеспечивать безопасность и процветание нашей великой России, строить мирное будущее.

Пусть приумножается мощь нашей великой державы, крепнет на века связь времен и преемственность поколений. 

Желаю вам доброго здоровья, благополучия и счастья!

С Днем Великой Победы!

 

Председатель    Государственного Совета  Чувашской Республики                    Л.И. Черкесов



Последние новости

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *