Тĕрленĕ Раççей

«Тĕрленĕ Раççей». Çак ятпа Чăваш Енре çĕршыв шайĕнчи фестиваль иртет. Ăна Раççей Федерацийĕн культура министерствипе Чăваш Республикин Правительстви пулăшнипе йĕркелеççĕ.

«Тĕрленĕ Раççей». Çак ятпа Чăваш Енре çĕршыв шайĕнчи фестиваль иртет. Ăна Раççей Федерацийĕн культура министерствипе Чăваш Республикин Правительстви пулăшнипе йĕркелеççĕ. Фестивале Раççей ялавĕн кунне халаллаççĕ. Ятарлă куравра тĕрленĕ 73 ĕçпе паллаштарĕç. Вăл шутра тĕрленĕ Раççей картти те пулĕ. Фестивале мĕнле хатĕрленнине Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура тишкерчĕç. «Тĕрленĕ Раççей» фестиваль çĕршыври пин ытла ăстана пĕрлештернĕ те. Чăваш Ен тĕслĕхне мала кăларса нумай регион хăйĕн карттине тĕрленĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «19-пе 20-мĕш августра пирĕн республикăра пысăк мероприяти иртет. 70 регионтан хăнасем килеççĕ. «Тĕрлене Раççей» фестиваль ирттеретпĕр. Вăл фестивальте хутшăнма тĕрлĕ регионсем 70 картта тĕрленĕ. Пирĕн республикăра художественный музей площадкинче пурне те курма чĕнетпĕр». Фестивале 135 тĕрĕçĕ çитмелле, вăл шутра Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчи ăстасем те. Çак паллă пулăма халалласа пысăк концерт та йĕркелеççĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Хĕрлĕ лапамра пысăк уяв иртĕ, улах ирттеретпĕр. Раççейрен килнĕ маçтăрсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Унсăр пуçне пысăк концерт пулĕ хĕрлĕ лапамра. Людмила Зыкина ансамблĕ пулĕ. Унсăр пуçне ытти регионсенчен ансамбльсем килсе пире хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç».



Первоисточник: Национальное телевидение Чувашии

Последние новости

В Чебоксарах субботники прошли на 20-ти городских территориях

5 апреля во всех районах города Чебоксары состоялись массовые субботники.

В Чебоксарах заменено барьерное ограждение на пр. Тракторостроителей и пр.Мира

В Чебоксарах завершена замена ограждений на разделительной полосе на дорожных участках по проспектам Мира и Тракторостроителей.

В Чебоксарах обнаружили новую партию брошенных автомобилей

Обратить внимание на проблему заполонившего парковки бесхозного разукомплектованного транспорта призывал глава города Чебоксары  Владимир Доброхотов .

Стартовал республиканский конкурс лучшей практики наставничества

Администрация Главы Чувашской Республики сообщает о начале приема заявок на участие в республиканском конкурсе на определение лучшей практики наставничества.

На этом сайте вы сможете узнать актуальные данные о погоде в Коврове, включая прогнозы на ближайшие дни и часы

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *