19.12.2023

Чӑваш патшалӑх университетӗнче хирурги олимпиади иртрӗ

Унта Атӑл федераци округӗнчи студентсем хутшӑннӑ. Кӑҫалхипе ку тупӑшӑва 13-мӗш хут йӗркеленӗ.

Унта Атӑл федераци округӗнчи студентсем хутшӑннӑ. Кӑҫалхипе ку тупӑшӑва 13-мӗш хут йӗркеленӗ.

Чӑваш патшалӑх университетне тӗрлӗ регионтан 14 ушкӑн килсе ҫитнӗ. Вӑл шутра Пушкӑрт, Удмурт, Мари, Тутар республикисенчен тата Киров тӑрӑхӗнчен. Пурӗ 200 ытла студент. Вӗсем пурте пулас хирургсем. Олимпиадӑра вӗсен профессире куллен тӑвакан ӗҫсене мӗнле хӑнӑхнине кӑтартма тиврӗ: ультрасасӑ рентгенне турӗҫ, аппендикс касрӗҫ, сурана ҫӗлерӗҫ тата ытти те. Вӗсен ӑсталӑхне сумлӑ тӳресем хакларӗҫ.

Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем ку олимпиадӑна 2014-мӗш ҫултанпа хутшӑнаҫҫӗ. Кашнинче лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Кӑҫал тӑван аслӑ шкул чысне 15 студент хӳтӗлерӗ. Кашни ӗҫрех теори ҫеҫ мар, практика та кирлӗ. Ҫакӑн йышши олимпиадӑсене хутшӑнни пулас тухтӑрсене шӑпах ӑсталӑхне ӳстерме пулӑшать. Округри олимпиада ҫӗнтерӳҫисем Мускаври Сеченов ячӗллӗ патшалӑх медицина университетӗнче пулакан финала хутшӑнӗҫ.

https://chgtrk.ru.

Последние новости

Комментарии (0)

Добавить комментарий

Ваш email не публикуется. Обязательные поля отмечены *