Чӑваш патшалӑх университетне ҫӗршыври пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксем пуҫтарӑннӑ
Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи студентсен “Твой ход” проектӑн пӗрремӗш тапхарӗ иртет.
Конкурса уҫма хутшӑннӑ кашни ҫын ҫамрӑксен тапса тӑракан вӑй-хӑвачӗпе пултарулӑхне, ӑнтӑлӑвне хӑй ҫинче туйса илме пултарчӗ. “Твой ход” проект – студент вӑхӑтӗнчех пысӑк ҫитӗнӳсем тума майсем уҫса паракан пулӑм. Ҫамрӑксен слечӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче юпа уйӑхӗн 11-мӗшчен пырӗ. Пурӗ унта Атӑлҫи федераци округӗнчи пӗр пин те 200 каччӑпа хӗр хутшӑнса хӑйсен проекчӗсене хӳтӗлӗҫ, тавра-курӑмне аталантарӗҫ. Сумлӑ наградӑна тивӗҫессишӗн тупӑшӗҫ.
Чӑваш патшалӑх университечӗн 3 студенчӗ пӗлтӗр, тӗслӗхрен, хӑйсен проекчӗсене тивӗҫлӗн хӳтӗлесе миллионшар тенкӗ тата ҫӗршыв тӑрӑх ҫул ҫӳреве кайма ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Анастасия Козлова спортпа мӗн пӗчӗкрен туслӑ. Аслӑ шкулта ӑс пухнӑ вӑхӑтра вара вӑл сывӑ пурнӑҫ йӗркине ытти ҫамрӑксене те явӑҫтарма тӑрӑшнӑ. Ҫакна вӑл хӑйӗн проектӗнче ҫутатса пама пултарнӑ.
Ку проект виҫҫӗмӗш ҫул ҫеҫ ӗҫлет пулин те, вӑл хӑйӗн ретне 600-е яхӑн аслӑ шкулти пӗр миллион ҫурӑ ытла хастар ҫамрӑка пӗрлештерме пултарнӑ.
https://chgtrk.ru.
Последние новости
Поздравление руководства города Алатыря с Днем энергетика
Уважаемые работники энергетической отрасли города Алатыря! Примите теплые поздравления с профессиональным праздником – Днем энергетика!
В Чебоксарах разработан план по безопасности на водоемах зимой
В Чебоксарах рассмотрели меры обеспечения безопасности на водных объектах в зимний период 2024-2025 г.г.
Процесс обработки тротуаров: безопасность горожан на первом месте
Cпециалисты подрядных организаций АО «Зеленстрой» и ООО «Зеленый город» продолжили обрабатывать тротуары, скверы, парки и пешеходные зоны противогололёдными материалами.
Домашний интернет: выбор для тех, кто ценит комфорт и качество
Высокая скорость, стабильное соединение и выгодные тарифы для всей семьи