«Салтакра сӑвӑ ҫырса тунсӑха пусараттӑм»
«Манӑн чи пысӑк ӗмӗт: ҫумра юратнӑ мӑшӑр пултӑр, ача-пӑча чупса ҫӳретӗр, сӗтел ҫинчен ҫӑкӑр-тӑвар ан татӑлтӑр, алӑра юратнӑ ӗҫ пултӑр.
Вӗрентекен хавхалантарнӑ
Ҫамрӑк-ха вӑл, 23 ҫулта ҫеҫ. Анчах пурнӑҫ ҫине ватӑ ҫын пек тарӑн шухӑшлӑн пӑхни тӗлӗнтерчӗ. Кольӑн ашшӗпе амӑшӗ, Верӑпа Сергей Еллинсем, – ҫӗр ҫинче тар юхтарса ӗҫлекен ҫынсем. Вӗсем икӗ ачине те, Кольӑпа Юльӑна, ҫӗре юратма вӗрентнӗ. Ҫӗнӗ Ахпӳрт республикӑра севок туса илессипе палӑрса тӑрать. Унта ӗлӗкех кашни ҫемье ҫак ӗҫпе аппаланнӑ. Халӗ ку енӗпе ытларах фермерсем ӗҫлеҫҫӗ. Еллинсем те хӑй вӑхӑтӗнче севок туса илнӗ. Халӗ лаптӑка чакарнӑ. Ҫавӑнпа Коля нихӑҫан та ӗҫрен хӑраман.
«Ним тумасӑр ларсан маншӑн тӗнче пӗтнӗнех туйӑнать. Ҫавӑнпа мӗнпе те пулин аппаланма тӑрӑшатӑп. Тин кӑна салтакран таврӑнтӑм. Тӳрех милӗке кайса килтӗм. Салтакра та ӳркенмен эпӗ. Пӗр ҫулта мӗнле кӑна ӗҫ тума вӗренмерӗм-ши? Салтаксен хушшинче наяннисем те пурччӗ. Еҫлес мар тесе тӗрлӗ сӑлтав тупатчӗҫ. Пушӑ вӑхӑтра тетрадь илеттӗм те пуҫра ҫуралнӑ сӑвӑ йӗркисене шӑрҫаласа хураттӑм. Ҫапла ҫулталӑкра 3 пысӑк тетрадь ҫырса тултартӑм», – каласа кӑтартрӗ Коля Еллин.
Ҫӗнӗ Ахпӳртри шкулта вӗреннӗ вӑл. Ача пӗлӳ патне мӗнле туртӑнни вӗрентекенрен нумай килет. Коля чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенне Елена Колпаковӑна ырӑпа аса илчӗ:
«Кӗҫӗн класра чухне чӑваш чӗлхине питех тӗшмӗртместӗм. 5-мӗш класа ҫитсен пире Елена Николаевна вӗрентме тытӑнчӗ. Эпӗ сӑвӑсене чи малтан пӑхмасӑр каласа параттӑм. Ку манӑн аван пулатчӗ пек. «Коля, санӑн кӑштах кӑна тӑрӑшмалла, вара питӗ маттур ача пулатӑн», – тетчӗ учитель. Эпӗ вара тӑрӑшаттӑм. Хамӑра та пӗр-пӗр темӑпа сӑвӑ ҫырма хушатчӗ. Эпӗ ҫырнисем килӗшӳллӗрех пулса тухатчӗҫ пуль те – каллех хавхалантаратчӗ. 9-мӗш класс пӗтернӗ тӗле сӑвӑсем пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ. Учитель хавхалантарнипех эпӗ вӗсене районти «Авангард» хаҫата, республикӑра тухса тӑракан «Тантӑш», «Самант», «Хресчен сасси», «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» кӑларӑмсене ярса пама тытӑнтӑм. Пичетлесе кӑларни питӗ хавхалантаратчӗ. 10-11-мӗш классене район центрӗнчи шкула ҫӳремеллеччӗ. Эпӗ вара унта каяс темерӗм, Шупашкарти коопераци техникумне ҫул тытрӑм. Унта вӗреннӗ вӑхӑтра та сӑвӑ ҫырма пӑрахмарӑм. Пирӗн йӑхра никам та сӑвӑ ҫырмасть. Мансӑр пуҫне никам та литературӑпа интересленмест. Тете Вася Еллин пур. Вӑл купӑс питӗ чаплӑ калать. Пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗ те унсӑр иртмест. Ахаль чухне те пирӗн пата кӗрсен купӑс каламасӑр тухса каймасть. Пӗчӗк чухне те мана ытларах вӑл хавхалантаратчӗ. Хӑнана килсенех кӗвӗ тӑсса яратчӗ те – эх! ташлаттӑмӑр вара. Вася тетене пула хам та купӑс калама вӗрентӗм», – сӑмах ҫӑмхине малалла сўтрӗ Николай.
Шӑрчӑк систернӗ-ши?
Техникум хыҫҫӑн Коля И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна ҫул тытнӑ. Журналист профессине алла илмеллине ӑнланнӑ вӑл. Университетра вӗреннӗ чухне Чӑвашрадиора кӑларӑмсем йӗркелеме пулӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтра чун киленӗҫне те, сӑвӑ ҫырассине, пӑрахман. 2019 ҫулта унӑн «Шанӑҫпи» ятлӑ пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ.
2019 ҫулта Николай Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси» хаҫачӗ ирттернӗ поэзи конкурсне хутшӑннӑ. Унта ҫамрӑксен хушшинче мала тухнӑ, ҫапла унӑн сӑввисем «Асамат кӗперӗ» альманахра пичетленнӗ. Чӑннипех те пултаруллӑ чӑваш каччи. Ахальтен мар ӗнтӗ Чӑваш халӑх артистки Людмила Семенова Еллинсем патне килсе «Емӗр сакки сарлака» кӑларӑм валли Николайӑн пултарулӑхӗ пирки сюжет ӳкернӗ. 2022 ҫулта вара вӑл Чӑваш Республикинче иртнӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
«Ҫак тарана ҫитиччен 200 ытла сӑвӑ ҫырнӑ эпӗ. Паллах, хама поэт вырӑнне хумастӑп. Вӗсен шайне ҫитиччен нумай ҫӑкӑр ҫимелле. Чун ыйтнине, чӗре хушнине хут ҫине куҫаратӑп. Паллах, пӗлӳ те ҫителӗклех мар. Ҫавӑнпа нумай курма, пӗлме, вӗренме тӑрӑшатӑп», – терӗ Николай.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ҫулсеренех «Поэзи баттлӗ» конкурс ирттерет. Пӗлтӗр Николай Еллин унта хутшӑнса хӑй ҫырнӑ сӑвӑсене каларӗ. Аплачӑвашлӑх юнӗ вӗрет-ха унра. 3-мӗш курсра вӗреннӗ чухне, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче, Николая салтака илсе кайнӑ. Тин кӑна хӗсметрен таврӑннӑскере ҫарти пурнӑҫ пирки каласа пама ыйтрӑм:
«Ҫара каяссине повестка паричченех пӗлнӗ эпӗ. Ҫавӑнпа деканатра ӗҫлекенсем академи отпускӗ илме пулӑшрӗҫ. Пӗрре, повестка париччен, канма выртрӑм. Ансӑртран пӳлӗме шӑрчӑк кӗчӗ. Ман йӗри-тавра вӗҫрӗ, сиккелерӗ. Хӑваларӑм – ниепле те каймасть. Юлашкинчен ӑна тытрӑм та урама кӑларса ятӑм. Тепӗр кунхине повестка пачӗҫ. Пӗлетӗр-и ӑҫта лекнине? Зенит-ракета ҫарне. Унӑн эмблеми ҫинчи ӳкерчӗк шӑпах шӑрчӑка аса илтерет. Ҫапла шӑпа мана маларах систерчӗ. Шупашкартан 30 чӑваш салтака кайрӑмӑр. Икӗ уйӑхран, присяга тытмалла чухне, виҫӗ кун пӗр чарӑнмасӑр ҫумӑр ҫурӗ. Нивушлӗ пире присяга тытма та кун памасть тесе шутлатӑп. Шӑп ҫавӑн чухне шарлаттарса хӗвел пӑхса ячӗ. Ҫут ҫанталӑк та эпир чӑн-чӑн салтаксем пулнӑшӑн савӑннӑ тейӗн. Малтан Архангельск ҫывӑхӗнчи радиотехника полкне лекрӗмӗр. Пӗчӗккӗн пирӗн йыш тӗрлӗ ҫӗре саланчӗ. Салтакра пулнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнместӗп. Вырӑна ҫитсенех ҫуллахи кун каҫ пулмасӑр нушалантарчӗ, кӗркунне ҫурҫӗр каҫӗсем пуҫланни йывӑрлӑх кӳчӗ. Кун ҫутине курма май ҫукчӗ. Малтанхи вӑхӑтра тӑван килшӗн питӗ тунсӑхлаттӑм.
«…Патӑрьелӗм, тӑван Патӑрьелӗм,
Эс паратӑн вӑй-хал та тӗрек.
Аякра ман пулсассӑн та килӗм,
Тӑван кил асӑмра пурпӗрех…»
Ҫак йӗркесем ҫавӑн чухне ҫуралчӗҫ. Хӗл ҫитеспе Мурманск хули ҫывӑхне куҫарчӗҫ. Килтисемпе сайра калаҫаттӑм. Хам арҫын пулсан та ытларах аннешӗн тунсӑхлаттӑм. Сӑвӑ ҫырса чуна пусараттӑм. Каярахпа Финлянди чиккине ҫитрӗмӗр. Мана «Дембель» ятлӑ йытӑ шанса панӑччӗ. Унпа хурал тӑраттӑм. Ҫын пекех ӑнланатчӗ мана, ҫывӑх юлташ вырӑннех хураттӑм ӑна. Ҫартан чӑн-чӑн арҫын пулса таврӑнатӑн. Ҫавӑнпа арҫын ачан салтакра пулмаллах. Халӗ манӑн тӗллев – университетра малалла вӗренесси. Водителе вӗреннӗччӗ те, салтака кайиччен права илме май пулмарӗ. Ҫавна илмелле. Эпӗ 9-мӗш класс хыҫҫӑнах хам тӗллӗн пурӑнма пуҫланӑ. Йӑлтах хам тума вӗреннӗ: апат пӗҫерме, япала ҫума, кил-ҫуртра тирпейлеме… Салтакран таврӑннӑ чухне тӑвансемпе пӗрле шӑллӑмсем те мана Канаша илме пычӗҫ. Пӗр ҫулта вӗсем ӳссе тӗрекленнӗ. Апла пурнӑҫ шав малалла пырать», – хӑпартланса калаҫрӗ Николай.
Валентина ЯКОВЛЕВА. Газета «Ҫамрăксен хаҫачĕ». 2023. 15 июня.
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ
– Николай, мӗн ҫиме юрататăн?– Яшка! Нимӗнле яшкана та тиркеместӗп. Хам та пӗҫерме ҫав тери юрататӑп.
– Санӑн юратнӑ ӗҫ мӗнли? (Căвă ҫырма юрататăп тесе калать ӗнтӗ тесе шухăшларăм ăшăмра).– Băйпа ӗҫлемелли.
– Савнă хӗрӳ пур-и?– Эсӗ манӑн ӗмӗтӗм,
Ҫут ҫăлтăрăм, телейӗм.
Санпа тупрăм канăҫа,
Йӗркелерӗм пурнăҫа.
Эсӗ ҫут хӗвел шевли,
Санпа эп чи телейли.
Последние новости
Дениса Церфуса назначили замначальника управления архитектуры Чебоксар
Как сообщил в своем tg-канале глава Чебоксар Владимир Доброхотов, в администрации города произошли кадровые изменения.
Открытие межквартального детского комплекса на улице Афанасьева
В Чебоксарах по улице Афанасьева завершилось строительство межквартального детского игрового комплекса.
25 декабря УФНС по Чувашской Республике проводит вебинар для предпринимателей и представителей организаций
Управление Федеральной налоговой службы по Чувашской Республике в целях повышения эффективности налогового администрирования приглашает представителей организаций и индивидуальных предпринимателей принять участие в вебинаре,
Частотник
Осуществляем поставку в оговоренные сроки, обеспечивая быструю отправку